Çĕнĕ Мелекес
Çĕнĕ Мелекес, выр. Новый Мелекесс — Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелекес районĕнче пулнă, халĕ Çĕнĕ Майна хула шутне кĕнĕ чăваш ялĕ. Н. И. Ашмарин сăмахсарĕнче çапла каланă: назв. сел.. N. Пирĕн яла икĕ тĕрлĕ калаççĕ: хамăр Майна тетпĕр, таврари çынсем Мелеке теççĕ. Вăл ак мĕшĕн: пирĕн ял вырăс ялĕпе пĕрле, хутăшпа пĕрех, а вĕсен ялĕ Çĕнĕ-Майна; çавăнпа эпир те вĕсен хыççăн Майна тетпĕр.
Read article
